«Новогодняя история» «Ҫӗленсен асамлӑ пӳрчӗ»

«Ҫӗленсен асамлӑ пӳрчӗ»

Авторе Мулгачёва Т.П.

Пӗр вӑрманта, Кӳкеҫрен аякках мар, ватӑ ҫӗлен Элюк  пурӑннӑ тет. Хӗл пуҫланнӑ май, ҫанталӑк сивитме, юр ҫума пуҫланӑ.
- Ай-уй, тет ҫӗлен. - Кун пек сивӗре мӗнле пурӑнас? - тет.
- Мӗнле те пулсан, Ҫӗнӗ ҫулчен хама валли пӗр пушӑ кермен тупасчӗ, тет.
 Пырать вӑрманпа ҫӗлен тус, курах каять, йывӑҫсем хушшинче хитре кермен ларать.
Шак-шак, шаккать ҫӗлен. - Кам ку керменте пурӑнать-ши? - тет.

Шӑши тус сасси илтӗнет.
- Ку - ман ҫурт,- тет. Эпӗ пурӑнатӑп кунта. - Шаккаса ан ҫӳрӗр, чӑрмантарса, никама та пурӑнма ямастӑп, - тет.
Ку сӑмахсене илтсен, ҫӗлен малалла шӑвать. Инҫех те мар, пысӑк чӑрӑшсем айӗнче, пӗр пысӑк кермене курах каять.
- Шак-шак, шаккать ҫӗлен "Кам та пулсан пур-и?, - тет.
Шалтан сасӑ илтӗнет:
- Эпӗ кунта пурӑнатӑп, мулкач тус. Эсӗ кам?-тет.
- Эпӗ ҫӗлен тус, Элюк - тет. Сирӗнпе пурӑнма юрать- ши?- тет.
- Ҫук, Ҫук! - тет мулкач "Манӑн ҫемье пысӑк, ютсем валли вырӑн Ҫук,"-тет.

Ҫӗлен малалла шӑвать.

Пӗр уҫланкӑра тепӗр кермене курах каять.

Шаккаса пӑхам-ха, тет. "Тен, пурӑнма ярӗҫ ши  мана".

Шак-шак, шаккать ҫӗлен.

- Кам унта? - тет тилӗ тус.

- Ҫӗлен калать: "Сирӗн патра пурӑнма юрать-ши?- тет.

- Ҫук, Ҫук, - тет тилӗ тус. "Эпӗ кунта пӗччен мар. Кашкӑр туспа пурӑнатпӑр.

Пирӗн патра вырӑн ҫук".

Мӗн тӑвас? - тет ҫӗлен тус. "Вӑйсем пӗтсех пыраҫҫӗ, тата ӑҫта каям - ши?".

Малалла шуса каять. Нумай каять - и, сахал-и, ҫӗлен хӑйӗн юлташӗсене курах каять, Маюкпа Тарука. Вӗсен хитре керменӗ таҫтанах илемлӗн ҫуталса ларать!

Савӑнсах каять Элюк вӗсене курсан, ҫеленсем пӗр пӗрнӗ ыталаҫҫӗ, калаҫма пӳҫлаҫҫӗ.

Ҫитес Ҫӗнӗ ҫулта ҫав пӳртре пӗрле пурӑнма самах параҫҫе.

Маюк калать: "Эпӗ Ҫӗнӗ ҫула пурин валли те ҫирӗп сывлӑх илсе килтӗм", тет. Эсир мӗн сунатӑр?

Тарук калать: "Эпӗ вара юратупа савӑнӑҫ, телей илсе килтӗм", - тет.

- Эпӗ вара - тет Элюк, пурне те туслӑ, пӗр-пӗрне ырӑ сунса пурӑнма сунатӑп.

Ҫапла пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнасчӗ.

Икӗ пин те ҫирӗм пиллӗкӗмӗш ҫул пирӗнпе чи лайах ҫул пулӗ! – ҫирӗплетрӗҫ ҫӗленсем.

Туслӑхра- вӑй. Тенӗ ваттисем.

Ссылка на видеоролик - rutube.ru